Республикӑри икӗ хула ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ турӗҫ

Улатӑр - 472, Канаш 99 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа унта пурӑнакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. 

Улатӑр хулин уяв кӗреки тулли те пуян. Курав, ал ӑстисен ярмӑркки, юрӑ-ташӑ кӑмӑла ҫӗклерӗ. Ача-пӑча паркӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑс халӑх пултарулӑхӗн 24-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Хула ҫуралнӑ кунӗпе пухӑннисене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. Улатӑр аталанса пынине палӑртрӗ вӑл. Кӑҫал район больницин инфекци уйрӑмне ҫӗнетнӗ, вырӑс провинцийӗн музейне уҫнӑ, ҫуртсене хутса ӑшӑтмалли тытӑма юсас ӗҫ малалла пырать. Урамсемпе парксен сӑн-сӑпачӗ те куҫ умӗнчех илемленет. Ҫав вӑхӑтрах йывӑрлӑхсем те ҫителӗклӗ. - Юлашки ҫулсенче администраципе, депутатсемпе тата хулара пурӑнакансемпе пӗрле тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени ҫитменлӗхсене палӑртма май пачӗ. Вӗсене ҫитес 3 ҫулта, Улатӑр 475 ҫул тултарнӑ тӗле, татса парӑпӑр, - терӗ Олег Николаев. 

Канашсене вара Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ харӑсах икӗ уявпа - хула 99 ҫул тултарнӑ ятпа тата чукун ҫулӗ ҫинче ӗҫлекенсен кунӗпе саламларӗ. Канаш 100 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленнӗ май, Правительство комиссине туса хурас пирки пӗлтерчӗ регион ертӳҫи. Уявра профессире пысӑк ҫитенӳ тунӑ, хула аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнӑ ҫынсене наградӑсемпе чысларӗҫ. 

Надежда Александрова, Николай Марков