Республикӑри хастар та пултаруллӑ вӗренекенсем ҫӗршыври паллӑ пӗрлешӳре пулса курчӗҫ

Космоспа тата ҫӑлтӑрсемпе кӑсӑкланман шкул ачи ҫук та пулӗ. Чӑваш Енри яшсемпе хӗрсен ӗмӗтне Мускаври "Искра" предприяти ертӳҫи Владимир Сорокин пурнӑҫларӗ. Шӑпах вӑл республикӑри хастар ҫамрӑксене тӗп хулана йыхравларӗ. 

Шкул ачисене предприяти ертӳҫи Владимир Сорокин кӗтсе илчӗ, хӑйех экскурси ирттерчӗ. Чӑн та, кун пек тараватлӑх пирки ӗмӗтленмелли ҫеҫ юлать. Ара, кашни хӑнана ҫапла хапӑл тумаҫҫӗ-ҫке. Владимир Сорокин Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялтан тухнӑскер пысӑк пӗрлешӳ тилхепине 15 ҫул ӗнтӗ тытса пырать. Ҫак музей комплексне, сӑмахран, вӑл тахҫанах хӑпартма ӗмӗтленнӗ. Кӑтартмалли чылай-ҫке! Хатӗрсем - муляж мар. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ пирвайхи "Восток" карапсенче усӑ курнӑ. Сӑмах май, кунти хатӗрсемсӗр "Байконур" космодромран пӗр ракета та космоса вӗҫеймӗ. Компани тӗрлӗ хӑватлӑ двигатель туса кӑларассипе ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтрах космонавтсен хӑрушсӑрлӑхне те тимлӗх уйӑрать. 

Хастар ентеш Куславкка тӑрӑхӗнче Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ астӑвӑм комплексне хӑпартас ӗҫе те хутшӑннӑ, укҫан пулӑшнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан унӑн амӑшӗ те окоп чавнӑ. Владимир Сорокин хӑй ҫуралса ӳснӗ Опытнӑй поселока та тӗрев парсах тӑрать. Тӑван тӑрӑх атӑланӑвӗшӗн тӑрӑшсах вӑл ҫамрӑксене Мускава чӗннӗ. Пур тӑкака хӑй ҫине илнӗ. Шкул ачисем 30-ӑн - тӗрлӗ олимпиада тата конкурс ҫӗнтерӳҫисем. Ку - регионти пӗрремӗш делегации. Унччен предприяти ӗҫ-хӗлӗпе Мускаври вӗренекенсем ҫеҫ паллашнӑ пулнӑ. 

Пултаруллӑ ҫамрӑксем валли алӑк яланах уҫӑ, Мускаври авиаци институтӗнче аслӑ пӗлӳ илме пулать, стипенди енчен кӳрентерместпӗр, терӗ Владимир Сорокин. Вӑл унта кафедра ертӳҫинче тӑрӑшать. "Искра" предприятире те сахал мар чӑваш ӗҫлет. 

Шкул ачисем Мускав та курчӗҫ. Хӑшӗ-пӗри тӗп хулара пӗрре те пулман. Вӗсене Хӗрлӗ тӳрем, "Зарядье" парк тата ытти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗҫ. Яшсемпе хӗрсене уйрӑмах "Мускав - сити" башнисем тыткӑнларӗҫ. 

Вероника Павлова, Андрей Шоклев