Республикӑри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар тата йӗрке хуралӗн ветеранӗсен канашӗ 35 ҫул тултарчӗ

Ҫулталӑк вӗҫленсе пынӑ май хастарсем йӑлана кӗнӗ пленума пухӑнчӗҫ. Пӗрлешӗвӗн ҫавра ҫулне уявласа иртнӗ ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ.

Чӑваш Енри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар тата йӗрке хуралӗн ветеранӗсен канашӗ паянхи кун тӗрлӗ тытӑмри 221 пин ҫынна пӗрлештерет. Ертӳлӗх канашӗнче 71 пайташ. Кашниех яваплӑхне туйса хӑйсене шаннӑ ӗҫре тимлет. Ҫак пленума кӗтсе ирех коопераци институтне пуҫтарӑнчӗҫ вӗсем. 

Ветерансен иртнӗ вӑхӑтра тунӑ курӑмлӑ ӗҫӗсемпе паллаштаракан докладпа пӗрлӗх ертӳҫи Генрих Васильев тухса калаҫрӗ. Чунпа ҫамрӑк ватӑсем тӑтӑшах тӗрлӗрен пултарулӑх конкурсӗсенче хутшӑнаҫҫӗ. Паттӑрлӑх урокӗсем ирттерсе патриотла ӗҫе шкул ачисене явӑҫтараҫҫӗ. Хӳтӗлев чиккине тунисемпе мухтавлӑ ентешсене халалласа иртнӗ ҫулсенче кӑна пысӑк тӗпчев ӗҫӗсем йӗркелесе мухтава тивӗҫлӗ ҫӗнӗ ятсем палӑртнӑ. Тылри халӑх паттӑрлӑхне асра тытса ӑрусен эстафетине ирттернӗ, шкулти ҫар музейӗсен курав конкурсне йӗркеленӗ. Ырӑ пуҫарӑва Мускав шайӗнчех пысӑк хак панӑ. Уйрӑмах пултаруллисене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ. Музейсемпе паллаштаракан видеороликсен конкурсӗнче те Чӑваш Енри ветерансен пӗрлешӗвӗсем сумлӑ дипломсене тивӗҫнӗ. Хисеплӗ ватӑсем хӑйсен хушшинче те чылай ӗҫ-пуҫ туса ирттереҫҫӗ. Калӑпӑр, Аслӑ ҫӗнтерӗве халалласа сӑвӑ конкурсӗ йӗркелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫар операцине хутшӑннисене пулӑшса иртекен ыркӑмӑллӑх концерчӗсене хутшӑнаҫҫӗ. Ветерансен хӑйсен хорсемпе фольклор ушкӑнӗсем пур. Ҫавӑн пекех тивӗҫлӗ канурисем салтаксем валли ӑшӑ ҫи-пуҫ ҫыхаҫҫӗ. 

Алексей Енейкин, Олег Цыпленков