Канашри "Ӑнӑҫлӑ пул" хӗрарӑмсен клубӗ кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче уҫӑлнӑ. Ку вӑл - иккӗмӗш тӗл пулу. Хальхинче "ҫавра сӗтел" тавра 11 хӗрарӑм пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем ӗҫ шыракансем е урӑх професси алла илме шутланисем. Кунта вӗсене валли пултарулӑх лапамӗсем ӗҫлерӗҫ.
Специалистсем ӗҫе вырнаҫма кайнӑ чухне мӗнлерех тумланмалли, резюме мӗнле ҫырмалли тата мӗнле калаҫмалли пирки сӗнӳ-канаш пачӗҫ. Ҫавӑн пекех тухтӑрсем тӗрӗс апатланни организма мӗнле усӑ кӳни пирки каласа кӑтартрӗҫ. Унсӑр пуҫне Центр урлӑ хӑйсен ӗҫне уҫнӑ хӗрарӑмсем опычӗпе паллаштарчӗҫ. Светлана Семенова нумай пулмасть юрист дипломне алла илнӗ. Халӗ тивӗҫлӗ ӗҫ тупасшӑн.
Наталья Егорова 3 ача амӑшӗ. Центр пулӑшнипе вӑл ӗҫ квалификацине ӳстерме шутланӑ. Хӗрарӑмсен клубӗнче пӗрремӗш хут. Наталья та кунта илнӗ пӗлӳ малашне кирлӗ пуласса шанать.
Канашри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрти специалистсем кашни килекене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. "Ӑнӑҫлӑ пул" клуб ӗҫлеме пуҫланӑранпа унта 24 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Малашне вӗсен шучӗ тата ӳсессе шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Тӗллевре - клубӑн паллине шутласа кӑларасси.
Хӗрарӑмсен клубӗсен тӗп тивӗҫӗ - кунта килекенсене кӑмӑла каякан ӗҫ тупма е хӑйсен бизнесне йӗркелесе яма пулӑшасси.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров