Республикӑри чи лайӑх механизатор Руслан Киселёв ял хуҫалӑх наукӑпа тӗпчев институчӗн Ҫӗрпӳ филиалӗнче вӑй хурать. Унччен вӑл инженерта ӗҫленӗ. Мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ техникӑпа кӑсӑкланнӑ, аслашшӗпе - Николай Георгиевичпа пӗрле комбайнпа пӗрре мар уй-хире тухнӑ. Сӑмах май, унӑн аслашшӗ "Заря" колхозра нумай ҫул вӑй хунӑ, "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ" ята тивӗҫнӗ. Русланӑн та тӑванӗ пек хастар пулас килнӗ.
Професси ӑсталӑхӗн конкурсне Руслан пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. "Чи лайӑх механизатор" номинацире пӗлӳ шайне республикӑри тӗрлӗ хуҫалӑхра тӑрӑшакан 9 ҫын тӗрӗсленӗ. Тупӑшу ҫӑмӑл пулман. Конкурса икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ - механизаторсем малтан теори ыйтӑвӗсене хуравланӑ, унтан хӑйсен ӑсталӑхне ӗҫре кӑтартнӑ.
Хуҫалӑхра автопилот технологипе хальлӗхе усӑ курмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та Руслан ҫӗршыв шайӗнчи конкурса каяс умӗн ҫӗнӗлӗхе урӑх пӗрлешӳре алла илесшӗн. Конкурсра Ял хуҫалӑх наукӑпа тӗпчев институчӗн Ҫӗрпӳ филиалӗнче тӑрӑшакан тепӗр специалист та палӑрнӑ. Инга Иванова "Агроном" номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл профессире 20 ҫул ытла. "Ӗҫ питӗ килӗшет, кӑсӑклӑ, кунта кашни кун ҫӗннине пӗлетпӗр,"- каласа парать Инга Иванова. Вӑл "Темп" ҫемҫе тулӑ тата "Аван" ҫӗрулми сорчӗсене шутласа кӑларакансенчен пӗри. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ агроном 60 ытла наука статйин авторӗ. Агропромышленноҫ аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ӑна ял хуҫалӑх министерствин хисеп грамотипе чысланӑ.
Республикӑра мала тухнисем регион чысне Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра хӳтӗлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 1 миллион тенкӗ парне кӗтет. Ӑмӑрту специалистсене хӑйсене кӑтартма, ӑсталӑхне ӳстерме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшать.
Елена Дмитриева, Надежда Андреева, Виктор Степанов








