Республикӑри чи хастар волонтерсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ

Чӑваш Енри волонтерсем Пӗтӗм Раҫҫейри "Эпир пӗрле" акцие мӗн пуҫарса янӑранпа хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ырӑ ӗҫ тӑвакансем ятарлӑ ҫар операцинчи салтаксене, вӗсен ҫемйисене пулӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах тӑрӑшуллӑ волонтерсем ҫак кунсенче Вӗренӳ министерствин Тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.

Студентсемпе вӗренекенсем, тӗрлӗ профессире вӑй хуракансем - вӗсене пурне те ырӑ ӗҫ туни пӗрлештерет. "Ҫавра сӗтел" тавра пуҫтарӑннисем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, мӗн енӗпе тӑрӑшни пирки каласа кӑтартрӗҫ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи тӗп больницӑри тухтӑр Анатолий Кольцов 23 ҫул сывлӑх сыхлавӗнче. Пушӑ вӑхӑтне вара вӑл ырӑ ӗҫ тӑвассине халаллать. Ку енӗпе 10 ҫул ытла тӑрӑшать. Хӑй пурӑнакан Турханти шкулта 4-мӗш ҫул волонтерсен юхӑмне ертсе пырать. Анатолий Кольцов хӑйӗн 3 ачишӗн те тӗслӗх. Кӗҫӗнни, 6-мӗш класра вӗренекен Дмитрий, ҫынна ырӑ туни хамӑрах таврӑнать, тет.

Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул директорӗ Вероника Архипова та тав хутне тивӗҫрӗ. Вӑл ертсе пыракан пӗлӳ ҫуртӗнче тӑрӑшакан пур учительпе вӗренекен те ырӑ ӗҫре хастар. 

Куллен волонтерсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Акципе килӗшӳллӗн пӗтӗм ҫӗршывӗпех гуманитари пулӑшӑвӗ йышӑнмалли пунктсем уҫнӑ. Тӗрлӗ пӗрлешӳ, усламҫӑсем, ахаль ҫынсем - никам та айккинче юлмасть. Салтаксем валли тум-тир ҫӗлеҫҫӗ, ҫуртасем хатӗрлеҫҫӗ, ҫарта кирлӗ хатӗрсем пухаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене ӑшӑ сӑмахпа та хавхалантараҫҫӗ, ҫырусем ҫыраҫҫӗ. Пурте пӗрле кар тӑрсан кӑна ҫӗнтерӗвӗ хӑвӑртрах ҫывхартма пулать, теҫҫӗ. Вӗренӳ министерствин Тав хучӗсене ҫак кун пурӗ 20 ҫын тивӗҫрӗ. 

Диана Иванова, Екатерина Янгалакова