Республикӑри чи хастар наставниксене суйланӑ

Ҫакнашкал конкурс пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта хутшӑнма 30 ытла учреждени заявка тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене сумлӑ комисси палӑртнӑ. Чи пултаруллисене Правительство ҫуртӗнче чысларӗҫ.

Ҫамрӑк специалистсене еплерех вӗрентсе, ҫул уҫса пынине кура Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра чи пысӑк хак пачӗҫ. Ӑмӑртура организаци чысне унӑн директорӗ Ренада Федорова хӳтӗленӗ. Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче хутшӑнакансене практика анлӑшӗпе пӗлтерӗшне, хӑйнеевӗрлӗхӗпе витӗмлӗхне кура хакланӑ. 34 ӗҫрен 10-шне кӑна тепӗр тапхӑра иртме ирӗк панӑ. Республика Пуҫлӑхӗ ҫак ӑмӑрту ҫамрӑк специалистсемпе пысӑк опытлӑ ӗҫченсем хушшинчи ҫыхӑнӑва татах та ҫирӗплетме, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме  май панине каларӗ. Наставниксен йышӗнче вӗрентекен нумай пулнинчен те тӗлӗнмелли ҫук. Вӗсем ӳсекен ӑрӑва  тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех, ӑс-хакӑл енчен те аталантарас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. 


Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Никита Углев