Республикӑри ҫамрӑксем Мускав тата Тверь тӑрӑхӗсене ҫитсе килчӗҫ

Мухтавлӑ ентешсемпе ҫар паттӑрӗсене асӑнса патриотла ҫулҫӳрев. Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен "Хастар" ушкӑнӗ пӗрлешӳ президенчӗпе пӗрле Мускав тата Тверь тӑрӑхӗсене ҫитсе килчӗҫ.

Инҫе ҫула тухнӑскерсем Мускава ҫитсен малтанах Аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн вил тӑприйӗ ҫинче - Ваганьково масарӗнче пулчӗҫ. Иван Яковлевӑн тивлетне ӑша хывса Хӗрлӗ тӳреме, унтан Мускав облаҫӗнчи Кубинка енне - "Патриот" парка ҫул тытрӗҫ. Кунта тӗлӗнмелле архитектурӑллӑ ҫар чиркӗвӗ пур. Ӑна пӗтӗмпех кӗленчепе тимӗртен тунӑ.

Капмар ҫурт тул енчен те, шалтан та тӗлӗнтерет. Виҫӗ хутлӑскере тӗрлӗрен вӗт мозайкӑпа, витӗр ҫутӑ паракан хатӗрсемпе илемлетнӗ. Кунтах таса пурӑнӑҫлӑ аттесемпе Иисус Христосӑн сӑваплӑ ӳт пайӗсем пур. Чиркӳ тавра илсе ҫавӑракан музей ҫурчӗ те куракана хӑйӗн пуянлӑхӗпе тата илемӗпе тыткӑнлать. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кашни кунӗпе паллашма пулать. Кунтах хастарсем Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ. Паянхи хӳтӗлевҫӗсен тивӗҫӗ пирки калаҫрӗҫ.

Мухтавлӑ салаксен паттӑрлӑхӗпе паллашса ҫамрӑксем Тверь тӑрӑхӗнчи Ржев хулине ҫитрӗҫ. Кунта тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи юнлӑ ҫапӑҫӑвӗсем пулнӑ. Ҫавах та, халӑх пуҫ усман, тӑшмана парӑнтарса ҫӗршыва ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ. Вилӗмсӗр паттӑр салтаксене асӑнса хула ҫывӑхӗнчи аслӑ ҫул хӗрринче ҫак палӑка лартнӑ.

Палӑка чуна витермелле мӑнаҫлӑ тунӑ. Ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтака тӑрнасем пӗлӗтелле ҫӗклесе вӗҫеҫҫӗ. Чун вилӗмсӗрлӗхне кӑтартса кашни паттӑра асра тытмаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Пирӗн лӑпкӑ пурнӑҫшӑн юн тӑкнӑ салтаксене асӑнса конгресс хастарӗсем палӑк умне чечексем хучӗҫ.

Ҫулҫӳреве Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн канашлуҫи Алексей Муллин пулӑшнипе йӗркелерӗҫ. Ҫак ырӑлӑха асра тытса кун евӗр патриотла тӗлпулусене ҫамрӑксем малашне те тухса ҫӳреме палӑртаҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Александр Герасимов, Виктор Чугаров, Сергей Краснов