Форум пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, ӑсталӑха ӳстерме май парать. Ҫамрӑк специалистсемшӗн ҫакӑ уйрӑмах паха. Паянхи кун Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмӗнче 19 пине яхӑн педагог тӑрӑшать, вӗсенчен 300-шӗ кӑҫал ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Республикӑра вӗрентекенсене хавхалантармалли программӑсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫулсерен "Педагогический дебют" тата "Педагогический дуэт" конкурссем иртеҫҫӗ, ҫамрӑк вӗрентекенсене пӗр хутчен паракан тӳлевпе пулӑшаҫҫӗ.
Вӗрентекен ача пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Вӑл ӑна пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйлама пулӑшаканӗ, хавхалантараканӗ. Ӗҫӗ - яваплӑ. Чӑтӑмлӑхӗ те кирлӗ.
Республикӑра вӗренӳ тытӑмне аталантарас тӗлӗшпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкулсем уҫаҫҫӗ, киввисене юсаҫҫӗ, хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Учительсене ӑсталӑх шайне ӳстерме майсем туса пани те пӗлтерӗшлӗ.
Диана Иванова, Павел Иритков