Республикӑри ачасем 21-мӗш хут Раштав ёлкине пуҫтарӑнчӗҫ

Чӑваш митрополийӗ ыркӑмӑллӑх уявне 2000-мӗш ҫултанпа йӗркелет. Филармони залне ҫак кун 400 ытла куракан тата 250 ытла ҫамрӑк артист пухӑнчӗ. 

Уявӑн чи сумлӑ хӑнине - Савватий митрополита хӑш-пӗрисем урамранах кӗтсе илчӗҫ, унран пил илме васкарӗҫ. Концерт йӑлана кӗнӗ йӗркепе пирӗштисенчен пуҫланчӗ - вӗсем залран сцена ҫине чупса тухрӗҫ, пурне те савӑнӑҫ парнелерӗҫ. Шурӑ тумлӑ чиперккесен йышӗнче Лиза Авдеева та пулчӗ. Хӗрача Муркашран килнӗ. Кун пек пысӑк концерта пуҫласа хутшӑннӑшӑн Лиза питӗ хӗпӗртенӗ. Ҫак кун сцена ҫине вырсарни шкулӗсенче вӗренекенсем, ҫемье ансамблӗсем тухрӗҫ. Раштав уявӗ пурне те пӗрлештерчӗ. 

Ҫак кун залра пуҫтарӑннисем Иисус Христос кун-ҫулне тепӗр хут аса илчӗҫ. Библири хӑш-пӗр сӑмахсен пӗлтерӗшне пуҫласа илтрӗҫ. Вӗсене ҫакӑн пирки Николай Корниенко иерейпа Катя хӗрӗ питӗ кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. 

Уява республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннисемпе пӗрлех Украинӑран тарса килнисем те пулчӗҫ. Нумайӑшӗн тӑванӗ ҫак вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать. Ачасем пурте пылак парне илчӗҫ. Вӗсене ыркӑмӑллӑх фончӗсем пулӑшнипе туянма пултарнӑ.

Раштав ёлкине Чӑваш Енре 2000 мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Варнава митрополит пилленӗ. Иртнӗ икӗ ҫулта коронавирус алхаснине пула кӑна уява йӗркелеме май пулман. Ҫавӑнпа та ҫак ҫутӑ та ырӑ йӑла малалла та тӑсӑласса шанаҫҫӗ. 

 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова