Республикӑри 4 муниципалитетра "Чебдобро" ыр кӑмӑллӑх фончӗн филиалӗсем ӗҫлеме тытӑнчӗҫ

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшас тӗллевпе 14 ҫул каялла республикӑра "Чебдобро" ыр кӑмӑллӑх пӗрлешӗвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта унӑн филиалӗсене Чӑваш Енри 10 муниципалитетра уҫнӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑна харӑсах 4 округра пулӑшу центрӗсене йӗркеленӗ. Ҫакна тума Экономика аталанӑвӗн министерствин гранчӗ пулӑшнӑ. 

Канаш хулинче, Йӗпреҫ тата Вӑрнарпа Вӑрмар тӑрӑхӗсенче ыр кӑмӑллӑх фончӗн филиалӗсем ӗҫлеме пуҫланине хапӑл тусах йышӑннӑ. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене кунта пулӑшма яланах хатӗр. Вӗсене тум-тирпе, атӑ-пушмакпа, куллен кирлӗ таварсемпе, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫак япаласене фонда ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем илсе килсе параҫҫӗ. 

"Сокол" ыр кӑмӑллӑх фондне, халӑхра ӑна «Чебдобро» ятпа пӗлеҫҫӗ, Роман Родионов 2009 ҫулта йӗркелесе янӑ. Хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене пӗр ушкӑна чӑмӑртанӑ. Унтанпа вун-вун проект пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Вӗсем пурте ача ҫурчӗсенче, интернатсенче пурӑнакан, йывӑр чир хыҫҫӑн сывлӑхне ҫирӗплетекен ачасене, сусӑр, ватӑ, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. 

 

Оксана Верликова, Дарья Ананьева, Святослав Петров