Вут-ҫулӑмра пурлӑхне ҫухатнисене каллех хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвне тивӗҫтермен кил-ҫурта куҫма сӗннӗ. Инкек-синкек тухас пулсан кунтан ҫӑлӑнма чӑрмавлӑ. Саппас алӑксене шалтан уҫма май ҫук, эвакуаци ҫулӗсене тӗллӗн-тӗллӗн пӳлсе хунӑ, палӑртаҫҫӗ тӗрӗслекенсем. Картлашка айӗнчи вырӑн пушах пулмалла - енчен те ӑпӑр-тапӑра вут хыпса илсен, сӗрӗм ҫӑлӑнмалли ҫулсемпе сарӑлать. Коридорсемпе пӳлӗмсенче электричество пралукӗсем хӑрушӑ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Стенасем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хупламалла - вӗсенчен те сӗрӗм кӗме пултарать. Вентиляци каналӗсене тасатса тирпейлемелле. Ҫавӑнпа пӗрлех пурӑнмалли ытти майсене те тимлӗх уйӑраҫҫӗ тӗрӗслекенсем. Ҫуртра ӑшӑ, ҫапах та пӗтӗмӗшле илсен кунта юсамалли чылай.
Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫурта тӗрӗслевпе килнӗ - кунти 2 корпусра хула администрацийӗ килсӗр юлнисене вӑхӑтлӑх вырнаҫтарать. Ҫурта 58 ҫул каялла туса лартнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче кунта Герман Лебедев ячӗллӗ наци лицей-интерначӗ пулнӑ. Ял-хуласенчи пултаруллӑ ачасем вӗреннӗ, хӗр ачасемпе ар ҫын ачасем уйрӑм корпуссенче пурӑннӑ. Унта ӗҫленисен сӑмахӗпе, пӗлӳ ҫурчӗн столовӑйне хӑрушӑ тесе йышӑннӑ, 2012-мӗш ҫулта лицея хупма тивнӗ. Ҫурта хулана панӑ. Маневрлӑ фондра инкеке е ытти сӑлтава пула килсӗр юлнисене, урӑх ҫӗршывран куҫса килнисене хӳтлӗх параҫҫӗ. Темиҫе ҫул кунта Петров урамӗнчи ишӗлнӗ общежитире пурӑнакансем те тӗпленнӗ. Вӗсем хӑйсемех пӳлӗмсене ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ - обойсем ҫыпӑҫтарнӑ, хӑшӗ линолеум сарнӑ. Анчах унтанпа тӗпрен улшӑнусем пулман.
Тӗрӗслекенсем тепӗр ҫӗре те ҫитсе курчӗҫ. Пирогов урамӗнче 18-мӗш "Б" ҫурт маневрлӑ фонд шутланмасть, анчах кирлӗ пулсан кунта та кӗтес уйӑрса пама пултараҫҫӗ. Пӳлӗмсем аванах, анчах кухня, санузелпа душ пӳлӗмӗсем юрӑхсӑра тухнӑ. "Халӗ саккунпа "общежити" текен ӑнлав ҫук, вӗсене нумай хваттерлӗ ҫурт тесе йышӑннӑ, эппин, пурте усӑ куракан вырӑнсене пурӑнакансен тирпейлемелле", - ӑнлантараҫҫӗ ҫурта пӑхса тӑракансем. Республика прокуратури вӑхӑтлӑх паракан пур ҫурт-йӗре тӗрӗслеме палӑртнӑ, Шупашкарта кӑна мар, ытти ял-хуласенче те.
Ирина Николаева, Екатерина Янгалакова