Патриотла ӗҫ-пуҫ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче иртрӗ. Унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен шкул ачисемпе вӗрентекенсем пуҫтарӑннӑ. Акципе килӗшӳллӗн пурӗ 500 яхӑн наукӑпа шырав ӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене йӗркелеме 600 ытла шкул ачипе педагог, салтаксен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсем хутшӑннӑ. Юлия Петрова хӑйӗн тӑван пиччӗшӗ, Николай Петров Раҫҫей Геройӗ пирки каласа кӑтартрӗ.
Шкул ачисем хӑйсен ӗҫӗсенче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен биографийӗсене, пурнӑҫӗпе ҫар службине тӗпченӗ. Вӗсен наградисене, хушма ячӗсене, ӑҫта пытарни пирки информаци шыранӑ, паттӑрсен ячӗсене мӗнле майпа упраса хӑварнине пӑхса тухнӑ. Анастасия Емельянова Элӗк тӑрӑхӗнчи Анатри Юлӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Иванов пирки информаци пухнӑ. Анатолий Александрович 2023-мӗш ҫулта хӑй ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ. Унта вӑл снайпер-разведчик пулнӑ. 2024-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрӳ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Вилнӗ хыҫҫан ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ салтаксен вилӗмсӗр ятне упраса хӑварасси, вӗсемпе ҫитӗнекен ӑрӑва ытларах паллаштарасси пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗ. Ку енӗпе республикӑра чылай ӗҫ-пуҫ туса ирттернине палӑртрӗ. Патриотла вулав валли пухнӑ информацие вара малашне наукӑпа шырав ӗҫӗн пуххинче пичетлесе кӑларма палӑртаҫҫӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров








