Республикӑра ятарлӑ ҫар операцин ветеранӗсене ӗҫпе тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ

Раҫҫейри "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн республикӑри уйрӑмӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑннӑ кашни ветеранпа тӗллевлӗн ӗҫлет. Паянхи куна вӗсенчен 60 процентне ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Шупашкарта пурӑнакан Александр Волков та фонд пулӑшӑвне пула мирлӗ пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. 

Александр Геннадьевич 2022-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ. Унта вӑл инженерипе сапер ротине лекнӗ, хӑюлӑхпа тата пултарулӑхпа палӑрса тӑнӑ. 2023-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче мина ҫинче сирпӗннӗ. Йывӑр сурана пула унӑн сылтӑм урине татма тивнӗ. Салтака "Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ. Чылай вӑхӑт вӑл госпитальте сипленнӗ, реабилитаци витӗр тухнӑ, протезпа ҫӳреме вӗреннӗ. Мирлӗ пурнӑҫа хӑнӑхма ӑна "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фонд пур енлӗн пулӑшса пырать. 

Александр Волков, уйрӑммӑн илсен, Ханты-Манси автономи округӗнче хӗллехи спорт тӗсӗсемпе йӗркеленӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Пӗлтӗр вара вӑл "Абилимпикс" наци чемпионатӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. "Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем" фондӑн тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене ӗҫпе тивӗҫтересси, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси. Ку енӗпе фонд вӗренӳ учрежденийӗсемпе, халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрпа тачӑ ҫыхӑну тытать. Александр Волков та нумай пулмасть ӗҫе вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл "БКР" пӗрлешӳре станоксен операторӗнче вӑй хурать. 

Александр Волков халӗ хӑйне кӑмӑла каякан ӗҫре тӑрӑшать. Олеся мӑшӑрӗпе Яна хӗрне ҫитӗнтереҫҫӗ. Юнашар ҫывӑх ҫынсем пулни, пурте пулӑшса пыни ӑна йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн мирлӗ пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупма вӑй хӑват панӑ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров