Ҫӗрпӳ округӗнче сусӑрсен йышӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 3 ветеранӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ пӗр ҫын тата 18 тӑлӑх. Калиновкӑра пурӑнакан 98 ҫулти Аркадий Владимиров - вӑрҫӑ инваличӗ. Ветеранӑн сывлӑхне тӗрӗслеме тухтӑрсем Шупашкартан ҫитрӗҫ. Малтанах хисеплӗ ватӑ хӑйне мӗнле туйнипе кӑсӑкланчӗҫ. Унтан юн пусӑмне виҫрӗҫ, кӑтарту лайӑх пулнине палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех электрокардиограмма турӗҫ. Ҫӗрпӳ район больницинче чӗретсӗрех тулли тӗпчев тухма май пуррине пӗлтерчӗҫ. Ветерана килне пырса илеҫҫӗ, каялла леҫсе яраҫҫӗ.
Ватӑсемпе сусӑрсене пӑхма паллах, ҫӑмӑл мар. Чылай ыйтӑва пӗлмелле, чӑтӑмлӑх та кирлӗ. Ҫавӑнпа та ку тӗлӗшпе ятарлӑ шкул йӗркелес тенӗ. Мӗнле апатлантармалла, пульс епле тӗрӗслемелле, юн пусӑмне мӗнле виҫмелле тата ытти те. Специалистсем ҫак ыйтусене пӗтӗмпех уҫӑмлатаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне сусӑрсен тӑванӗсене волонтерсем пӗрремӗш пулӑшу кӳме вӗрентеҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли - ҫухалса каймалла мар. Ятарлӑ шкулта вӗренекенсем проект усӑллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.
Сусӑрсемпе ватӑсене мӗнле пӑхмалли ҫинчен памяткӑсем те хатӗрленӗ. Унта чылай ыйту хуравне тупма пулать. Ҫу уйӑхӗччен специалистсем республикӑри кашни ветеран патне ҫитӗҫ.
Диана Иванова, Михаил Солин