Республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсен "Диалог культур" лагерӗ ӗҫлет

Ӑна национальноҫсен ӗҫӗсен федераци агентстви Чӑваш правительстви пулӑшнипе ирттерет. Форума Раҫҫейри 21 регионтан 150 ҫын килсе ҫитнӗ. Лагере хутшӑнакансемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан, расна йӑла-йӗркене, культурӑна тӗпе хурса сума сӑвакан, кашни хӑйӗн тӑван чӗлхипе калаҫакан вун-вун ҫамрӑк 5 кун чӑваш ҫӗрӗнче пулӗ. Ҫак пысӑк ӗҫ-пуҫа Чӑваш Республикин кунне паллӑ тунӑ хушӑра ирттерни ҫав тери пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ ӑна йӗркелекенсем. Пирӗн региона уява яланхилле хӑнасем йышлӑн килсе ҫитӗҫ. Тӗрлӗ фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ҫавна май лагерьте пуҫтарӑннӑ яш-кӗрӗм халӑхсен пӗрлӗхри илемне, килӗшӳлӗхне, вӑйӗпе мӑнаҫлӑхне туллин курма пултарӗ. "Диалог культур" ӗҫ-пуҫа хутшӑнакансем валли пуян программа хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ енлӗ вӗренӳ, экспертсемпе тӗлпулусем, влаҫ, культура, услам тытӑмӗнчи ҫынсемпе калаҫусем, ӑсталӑх урокӗсем пӑхса хунӑ. Пӗлтӗр форум Саранскра иртнӗ. Унтан хавхаланса таврӑннӑ чӑваш хастарӗсем хальхинче хӑнасене хамӑр тӑрӑхра йышӑннӑшӑн татах та савӑннӑ. 

Тӗрлӗ регионти хастар та мал ӗмӗтлӗ, пултаруллӑ ҫамрӑксене хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарма май туса панӑ. Кашни хӑйӗн тӑван халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ ҫинчен 8 енлӗн каласа пама пултарӗ: наци сӗмӗллӗ ӳкерчӗк урлӑ, ал ӗҫӗпе, хӑйсен тӑрӑхӗнчи спорт тӗсӗпе, халӑх тумӗн илемне кӑтартса, юрри-ташшипе, фольклорӗпе паллаштарса. Республика Пуҫлӑхӗпе, форума йӗркелекенсемпе хастарсем" Диалог на равных" тӗлпулура курнӑҫса калаҫрӗҫ.

Алиса Александрова, Людмила Майкова, Святослав Петров