Республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупрӗҫ

Ҫакӑнпа пӗрлех шкулти театр ушкӑнӗсен "Асам" фестивальне пӗтӗмлетрӗҫ. Пӗрлештернӗ уявра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ. 

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа 100-шер пин ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен чи анлӑ та пӗлтерӗшлисенчен пӗри - "Асам" фестиваль. Унта пурӗ 5 пин ытла вӗренекен сцена пултарулӑхне кӑтартнӑ. Финала 30 ушкӑн тухнӑ. Чи лайӑххисене тӗрлӗ номинацире чысларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата хаклӑ парнесем парса хавхалантарчӗҫ. 

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ май та тӗп геройсем хастар та пултаруллӑ ҫамрӑксем пулчӗҫ. Вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине кӑларчӗҫ. Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те ку енӗпе малашне те тӑрӑшса ӗҫлессине палӑртрӗҫ аслисем. 

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова