Республикӑра "Тӑван ятсем" проект малалла пурнӑҫланать

Унпа килӗшӳллӗн авторсем Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ҫыннисем пирки аудиозаписьсем хатӗрленӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӗсем обществӑлла транспортра янӑраҫҫӗ

Проекта 5 троллейбуспа 5 автобус маршрутне явӑҫтарнӑ. Ҫапла пассажирсем историри паллӑ ҫынсен биографине пӗлме пултараҫҫӗ. Кун пек вӑрӑм ҫул та кӗскелет, кичем те мар. Ҫынсем хӑйсене экскурсири пек туяҫҫӗ. 10 маршрутпа пурӗ 51 ҫын пирки каласа параҫҫӗ. Усӑллӑ информацие 1,3,4,8,10-мӗш троллейбуссенче тата 15, 26, 35, 52, 54-мӗш автобуссенче илтме пулать. Ҫынсем кун пеккине хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Нумайӑшӗ ҫӗнӗлӗхе ырласа йышӑнать. Ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе ҫакӑ уйрӑмах ачасемшӗн усӑллӑ. Транспортра илтсен, тен, кӑсӑкланса кайӗҫ те интернетра туллинрех информаци шыраса тупӗҫ. Хамӑрӑн историе пӗлмеллех,- теҫҫӗ вӗсем. 

Надежда Александрова, Михаил Солин