Республикӑра студент отрячӗсен хастарӗсене чысларӗҫ

Раҫҫейре студент отрячӗсен кунне паллӑ турӗҫ. Ҫавна май Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче уяв иртрӗ. Ҫамрӑксене пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн ятарлӑ стипендине тивӗҫнине ӗнентерекен свидетельствӑсем парса хавхалантарчӗҫ,  ӗҫ отрячӗсен чи лайӑх ушкӑнӗсене чысларӗҫ. 

Студент отрячӗсен кунне ҫӗршывра 11-мӗш ҫул паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче чылай ҫын пурнӑҫне ҫак юхӑмпа ҫыхӑнтарнӑ. Ҫакна Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче йӗркеленӗ курав та ҫирӗплетет. Паян Чӑваш Енре 93 ӗҫ отрячӗ шутланать. Вӗсем 3 пине яхӑн ҫамрӑка пӗрлештереҫҫӗ. Студентсем, тӗпрен илсен, 8 енпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл шутра медицина, педагогика, строительство тата ытти те.

Уяв ячӗпе пухӑннисене Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ. "Эсир студент отрячӗсемпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене упратӑр тата аталантаратӑр. Чӑваш Правительстви малалла та сирӗн пуҫарусене, проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшса пырӗ", - терӗ. Регион ертӳҫи хӗрсемпе каччӑсене пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн стипендие тивӗҫнине ҫирӗплетекен хутсем парса хавхалантарчӗ. Ҫавӑн пекех уявра республикӑри чи лайӑх отряда палӑртассипе ирттернӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗпе  "ПегАс" сервис отрячӗ 3-мӗш, "Вита" медицина отрячӗ 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ялавне вара "ЧуГУнок" педагогика отрячӗ тивӗҫрӗ.

Кӑҫал тата "Раҫҫейри студент отрячӗсем" ҫӗршыври пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмне йӗркеленӗренпе 25 ҫул пулать. Ҫак пулӑма халалласа республикӑра тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртнӑ. 

Диана Сафонова, Вадим Владимиров