Республикӑра шыва кӗмелли тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ

Ҫӑлавҫӑсем тимлӗ пулмаллине аса илтереҫҫӗ. Шыва кӗмелли тапхӑр пуҫланман пирки асӑрхаттарас тӗллевпе рейда тухаҫҫӗ.

Кӑҫал ҫу уйӑхӗнчех ҫуллахи пек шӑрӑх кунсем тӑнӑ чухне чылай халӑх ҫыран хӗррине туртӑннӑ. Чрезвычайлӑ лару-тӑру тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫителӗклӗ ӑшӑнман шыва кӗни мӗнпе хӑрушӑ пулнине ӑнлантараҫҫӗ. Чӑваш Енре ҫитес вӑхӑтра канмалли 100 ытла ятарлӑ вырӑн хатӗрлемелле. Халӗ пляжсене хӑйӑр кӳрсе килеҫҫӗ, саксемпе салтӑнса тӑхӑнмалли вырӑнсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, ҫырма-пӗве тӗпӗсене тасатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех шывпа хӑйӑра тӗрӗслеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫӑлавҫӑсене вӗрентес ӗҫ те пырать. 

 

Ирина Николаева, Виктор Степанов