Республикӑра шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлес ӗҫ вӗҫленсе пырать

Елчӗк тӑрӑхӗнче, сӑмахран, 8 пӗлӳ ҫуртне те тӗрӗсленӗ. Унта пин те 400 ача кӗҫех парта хушшине ларӗ, ҫав шутра 100 ытларахӑшӗ пӗрремӗш класа каять. Шкулсенче ачасене вӗренме тата тӗрлӗ енлӗ аталанма тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлӳ ҫурчӗсене тӗпрен юсанипе пӗрлех хальхи йышши стадионсем туни те пӗлтерӗшлӗ. Елчӗк шкулӗсенчи ҫӗнӗлӗхсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Пӗлтӗр кӑна 130 ҫул тултарнӑ Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче хыпаланса ӗҫлеҫҫӗ. 2020-мӗш ҫулта кунта пӗлӳ ҫуртне шалтан та, тултан та тӗпрен юсанӑ. Халӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне таврари лаптӑка тирпейлемелле. Ҫак тӗллевпе 18 миллион тенке яхӑн уйӑрса панӑ. Кунта ҫӗнӗ карта тытнисӗр пуҫне, картишне асфальт сарса якатмалла тата спорт лаптӑкӗ хута ямалла - хальхи йышши стадион пулмалла. Паянхи куна ӗҫсен 73 процентне тунӑ. Рабочисем палӑртнине вӑхӑтра вӗҫлессе шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче авӑн уйӑхӗнчен 86 ача вӗренме пуҫлать. Каникул пулнине пӑхмасӑр республика ертӳҫине вӗсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ. Вӑл шутра ҫӳп-ҫупа епле уйӑраса пуҫтармалли пирки каласа ӑнлантарчӗҫ, театр ӑсталӑхӗнче пӗрремӗш утӑм тӑвакансем те хастар пулчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе ытти хӑнасене ачасем юмах лартма явӑҫтарчӗҫ. Ҫапла майпа паха пӗлӳ панисӗр пуҫне ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ енлӗн аталантарма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Елчӗк тӑрӑхӗнче кӑна мар, республикӑра та чӑн малтан уҫнӑ шкулсенче пӗринче - Лащ Таяпари пӗлӳ ҫуртӗнче те 180 ҫул ытла ачасен малашлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак хушӑра кунтан чылай паллӑ ҫын вӗренсе тухнӑ. 2008-мӗш ҫултанпа вара шкул хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййисен призӗрӗ Владимир Андреев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫавӑнпа ял-йыш кунта хӑтлӑ стадион хута янипе кӑмӑллӑ. 

Шкул ҫумӗнчи стадион 12 миллион ҫурӑ тенкӗне кайса ларнӑ. Чупмалли ҫулсем, футбол, баскетбол тата волейбол вылямалли лаптӑксем тунӑ, ӳксе аманасран ятарлӑ сийпе витнӗ. 

Тӗрӗссипе, стадионпа шкул ачисен ҫеҫ мар, ял халӑхӗн те усӑ курмалла, палӑртрӗ республика ертӳҫи. Кунта халех пӗлтерӗшлӗ темиҫе ӑмӑрту йӗркеленӗ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ентешне асӑнса мини-футбол турнирӗ иртнӗ. Чӑваш Енре 2021-мӗш ҫултанпа шкулсемпе ача сачӗсене тӗпрен юсамалли регионти программа ӗҫлет - кунта ҫитӗнекен ӑрӑва паха пӗлӳ памалли, пултарулӑхне аталантармалли тата спорта явӑҫтармалли майсем туса парасси тӗп вырӑнта, терӗ республика ертӳҫи. Пӗлтӗртен вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетмелли программа ҫӗршыв шайӗнче ӗҫлесе кайнӑ. 

Ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарнипе пӗрлех, Лащ Таяпа шкулӗнче йӑх-несӗлсен эткерне упраса хӑварассипе те ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Калӑпӑр, шкулти медиа-центр тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарать. 

Кунта 90-мӗш ҫулта уҫнӑ историпе тавра пӗлӳ музейне те упраса хӑварнӑ. Вӑл авалхи йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ. Пӳлӗмсенче унчченхи тата хальхи ял пурнӑҫне сӑнласа паракан тата мухтавлӑ ентешсем ҫинчен каласа паракан пуян экспозицисем хатӗрленӗ.

Шкул музейӗнче ҫур пине яхӑн паха экспонат. Кунта тӗл пулусене ҫеҫ мар, паллӑ пулӑмсене уявланӑ чухне те пуҫтарӑнма кӑмӑллаҫҫӗ. Аваллӑхсӑр малашлӑх ҫук тенине тӗпе хурса ҫитӗнеҫҫӗ ачасем. 

 

Ирина Николаева, Сергей Емельянов