Республикӑра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ

Ырӑ ӗҫе кашни муниципалитет хӑйӗн тӳпине хывать. Вӑл шутра вӑрнарсем те айккинче юлмаҫҫӗ. Ачасем ӳкерчӗксем туса хавхалантараҫҫӗ, аслисем тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. 

Геннадий Петров 40 ҫул ытла водительте тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ахаль ларас темен. Йывӑҫран тӗрлӗ хатӗр ӑсталама пуҫланӑ. Ку ӗҫе ӑна ача чухнех ашшӗ хӑнӑхтарнӑ. Халӗ Геннадий Алексеевич салтаксене пулӑшас тесе тӑрӑшать, вӗсем валли пӗчӗк саксем тӑвать. Паянхи куна 30 лутра пукан ӑсталанӑ.

Мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшас килет, тет маҫтӑр. Саксем кӑна мар, мунчара, кил таврашӗнче усӑ курмалли япаласем те тӑвать вӑл. Ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ хавхалантарса пырать. Вӑл ялан ҫумра. Пур ӗҫе те пӗрле канашласа тӑваҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Эльдар Бабаев повар та пулӑшма шутланӑ. Вӑл салтаксем валли тушенка пӗҫерет. 90-мӗш ҫулсенче Эльдар контрактпа Чечняра службӑра пулнӑ. "Ывӑнса килнӗ хыҫҫӑн апат пӗҫӗрсе аппаланас килменнине аван ӑнланатӑп. Ҫак самантсенче ялан консервӑланӑ аш пулӑшатчӗ", - аса илет вӑл.

Ҫавӑнпа салтаксене те тушенкӑпа тивӗҫтерес тенӗ. Ӑна мӗнле хатӗрлемеллине тӗпченӗ, ятарлӑ хатӗр туяннӑ. Пурӗ вӑл 100 банка ӑсатасшӑн. Эльдара "Умничка" ача-пӑча клубне ҫӳрекенсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем салтаксем валли хавхалантаракан ӳкерчӗксем тӑваҫҫӗ. Вӗрентекенсен шухӑшӗпе ҫакӑ ачасене Тӑван ҫӗршыва юратма хӑнӑхтарать. Пулӑшӑва салтаксем патне ҫак кунсенче ӑсатмалла. 

 

Диана Иванова, Святослав Петров