Республикӑра пурӑнакансем таса мар ҫулсемпе кӑмӑлсӑр 

Ҫулсемпе тротуарсем пӑрлак пулнипе, пухӑннӑ юра вӑхӑтра турттарса кайманнипе кӑмӑлсӑр республикӑра пурӑнакансем. Кун пирки вӗсем регион управленийӗн центрне тӑтӑшах ҫыраҫҫӗ. 

Ҫынсем интернетра пӑрлак ҫулсем пирки кӑмӑлсӑрланса ҫырни тӑтӑшах тӗл пулать. Тӗп хулари Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем те "Салют" культура керменӗ ҫывӑхӗнче утма йывӑрри пирки пӗлтернӗ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ вырӑна ҫитнӗ ҫӗре унта "Дорэкс" пӗрлешӳри рабочисем ӗҫлетчӗҫ. Ку тӑрӑхра пурӑнакансене ҫакӑ тӗлӗнтернӗ те, савӑнтарнӑ та. Ҫав вӑхӑтрах урамӑн тепӗр енчи тротуар пӑрлак - утма май ҫук. 

Регион управленийӗн центрӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал тротуарсем пӑрлак пулнипе кӑмӑлсӑрланса ҫыракансен йышӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан икӗ хут нумайрах. Пӑрпа ҫуталса тӑракан тротуарсене сӑнлакан видеопа ӳкерчӗксене ҫынсем социаллӑ тытӑмсенче ҫине-ҫинех вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталне ярса паракансем те пур. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа унта урамри тирпейсӗрлӗхпе кӑмӑлсӑрланса 217 ҫын ҫыру янӑ. Регион управленийӗн центрӗнче ӗҫлекенсем ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫийӗнчех ведомствӑсен е муниципалитетсен ертӳҫисемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, ҫивӗч ыйтӑва тимлӗх уйӑрма ыйтаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Андрей Шоклев