Ҫӗнӗ пӗрлешӗвӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни каламасӑрах паллӑ. Обществӑлла организацисемпе уйрӑм ҫынсен вӑйӗпе чылай ӗҫ тума пулать - культура, ҫӳтӗҫ, ырӑмӑллӑх енӗпе тата ытти те. Ҫапах та тӗп вырӑнта нумай ачаллӑ ҫемьсене, пӗччен хӑрарӑмсене, сахал тупӑшлисене пулӑшасси.
Православи хӗрарӑмӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн ертӳҫисенчен пӗри Наталья Дмитриевская ҫак организацие 1918-мӗш ҫултах Тихон патриарх пилӗпе йӗркеленине каларӗ. Анчах та чиркӗве хӗтӗртме пуҫласан пӗрлешӳ ӗҫне чарма тивнӗ. Вӑл тепӗр хут 2010-мӗш ҫулта вӑй илнӗ. Унӑн тӗллевӗсем ӗмӗр каяллахи пекех юлнӑ - ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипете упрасси, православи тӗнне сарма пулӑшасси. Ку организацин Чӑваш Енри уйрӑмӗн йышӗнче педагогсем, тухтӑрсем, ыркӑмӑллӑх сестрисем, пачӑшкӑсен арӑмӗсем, чиркӳ хорӗсен регенчӗсем. Ҫавӑн пекех художниксем, журналистсем, профессилле музыкантсем пур.
Православи хӗрарӑмӗсен союзӗн регионти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулма Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн деканне Валентина Диомидована тата республикӑри ача-пӑча больницин диагностика уйрӑмӗн пуҫлӑхне Надежда Черкесована суйларӗҫ.. Чӳк уйӑхӗнче тепӗр пуху ирттерме палӑртаҫҫӗ. Унта пӗрлешӗве кӗрес тӗллевлисене те йыхравлаҫҫӗ. Паянхи куна союзӑн уйрамӗсене Раҫҫейри 60 регионта йӗркеленӗ. Вӗсем чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче те ӗҫлеҫҫӗ.
Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Андрей Шоклев