Улатӑр тӑрӑхӗнчи Первомайски поселокне «Чӑваш Енри Бутово» теҫҫӗ. Пирӗн республикӑра хамӑрӑн «Бутово» пуррине вуншар ҫул вӑрттӑнлӑхра усранӑ. 2009 ҫулта кунта пысӑк тимӗр хӗрес илсе килсе ҫул хӗррине лартнӑ. Вӑл ҫул ҫӳрекенсене асап курнисем канлӗх тупнӑ вырӑна кӑтартать. Хӗресрен айккинелле вӑрмана илсе каякан кӑшт палӑракан утмаҫул пур. Ун тӑрӑх кайсан, уҫланкӑна пырса тухатӑн. Ҫакӑнта масар пулни ҫинчен аран-аран палӑракан тӗмескесем пӗлтереҫҫӗ. Кунта ҫӗре кӗнӗ ҫынсем – Первомайски колонийӗнче ларакансем пулнӑ. Ҫак колони иртнӗ ӗмӗрти 30-мӗш ҫулсенчен пуҫласа 50-мӗш ҫулччен тытӑнса тӑнӑ. Тӗрмене лекнӗ ҫынсем бараксенче пурӑннӑ, вӑрман ӗҫленӗ. Ҫак йышра священниксем, чиркӳре ӗҫлекенсем, манахсем, Турра ӗненекенсем нумай пулнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшне – асап тӳснӗ Димитрий (Воскресенские), Игнатий (Лебедева), Михаил (Самонова), Тамара (Сатсине) - святоя кӑларнӑ. Ҫак ҫветтуйсен пысӑк турӑшӗсене кунта туса лартнӑ часовня стени ҫине ӳкерсе хунӑ.
Юнашар уҫланкӑра чиркӳ комплексӗ хӑпартнӑ. Кунта кӑҫалхипе 14-мӗш хут Литурги ирттерчӗҫ. Хӗн-асап курса вилнӗ тӑванӗсен тӑпри умӗнче пуҫ тайма ҫынсем пур ҫӗртен те килеҫҫӗ. Кӑҫал Первомайски ҫӗрӗ священниксемпе кӗлтума килнӗ йышлӑ халӑха ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче кӗтсе илчӗ. Кӗлле Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ, Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий, Канаш епископӗ Стефан тата Улатӑр епископӗ Феодосий, священниксем ирттерчӗҫ.
Лидия Григорьева ҫак вырӑна кӗлтума чун ыйтнипе килнӗ. Унӑн ашшӗн кукамӑшне, 6 ача амӑшне тапак сутнӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Кӗҫӗн ачи 3 ҫулта, асли, Лидӑн асламӑшӗ, 16-ра пулнӑ. Вӑл кӗҫӗннисене пӑхса ӳстернӗ, выҫса вилме паман.
Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ высокопреосвященнейший Савватий кӗлӗ хыҫҫӑнхи сӑмахӗнче Чиркӳ асап тӳсекенсем урлӑ ҫирӗпленни ҫинчен каларӗ. «Христосшӑн халӑх мӗн чул ытларах шар курать, мӗн чухлӗ ытларах ҫынна вӗлереҫҫӗ, Чиркӳ ҫавӑн пек хӑватланать», - терӗ вӑл.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова