Республикӑра "Пӗр кун мӑнастирте" проект вӑй илнӗ

Ӑна Вӗренӳ министерстви тата Чӑваш митрополийӗ пӗрле йӗркелеҫҫӗ. Пурӗ кӑҫал республикӑри тӗрлӗ чиркӗве 500 яхӑн шкул ачи ҫитсе курӗ. Пӗр ушкӑнпа пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫула тухрӗ.

Проектпа килӗшӳллӗн Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Хурамал шкулӗнче вӗренекенсем Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗнче пулса курчӗҫ. Ачасене республикӑн Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, ытти сумлӑ хӑнасем тата кунта пурӑнакансем хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Ачасем авалхи мӑнастирӗн историйӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, чиркӳ апатне те ас тивсе пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене Турра ӗненни, кӗлӗ вулани ҫын пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни пирки каласа пачӗҫ. Кунта пурӑнакан Екатерина Миронова ачасемпе вӗрентекенсем валли чан ҫапассипе ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ. Ку ӗҫ-пуҫ ӑҫтан пуҫланса кайнипе тата мӗнле сасӑсем кӑларма пултарнипе паллаштарчӗ. Ачасем те хапӑл тусах чан сасси кӑларса пӑхрӗҫ.  

Проект ҫак уйӑхӑн 25-мӗшччен пырать. Пурӗ унччен 16 экскурси йӗркелӗҫ. Пӗлтӗрхи пекех кӑҫал та ку ӗҫ-пуҫа 500 яхӑн ача хутшӑнӗ. "Ҫакӑн пек ҫӳревре кашни хӑйне валли мӗн те пулин ҫӗнни, кӑсӑкли тупатех", - теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. "Пӗр кун мӑнастирте" проектӑн тӗп тӗллевӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва ҫӗршыв тата республика историпе, культурипе тарӑнрах паллаштарасси. Шкул ачисем Ҫӗрпӳри, Улатӑрти тата Муркаш тӑрӑхӗнчи чиркӳсене ҫитсе курма пултараҫҫӗ. Экскурси вӗҫӗнче вара пурте пӗрле Раҫҫее халалланӑ юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Оксана Верликова, Денис Афанасьев