Республикӑра патшалӑх символӗсен кунне паллӑ турӗҫ

Чӑваш Ен гимне, гербне тата ялавне йышӑннӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалласа Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре мухтав юррине янратрӗҫ тата чӑваш элемне вӗлкӗштерчӗҫ.

Уяв кунӗнче культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗҫ. Тӗп ӗҫ-пуҫ вара Шупашкар варринче иртрӗ. Унта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем патшалӑх символӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Уявра Раҫҫей тата Чӑваш Ен ялавӗсене вӗлкӗштерсе вӗсемпе мӑнаҫланнине палӑртрӗҫ ҫамрӑксем. Сцена ҫинчен вара Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсем шӑранчӗҫ.

Надежда Александрова, Михаил Солин, Андрей Шоклев