Республикӑра пассажирсене саккунсӑр турттаракансен шучӗ ӳснӗ

Статистикӑпа килӗшӳллӗн, паян Чӑваш Енре пассажирсене турттаракансен 80 проценчӗ саккунсӑр ӗҫлет. Ытларах чухне водительсем лициензисӗр ҫула тухаҫҫӗ.

Яваплӑ ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑпах саккунсӑр ӗҫлекен водительсем ытларах ҫул-йӗр правилисене пӑсаҫҫӗ тата аварие лекеҫҫӗ. Паллах, ҫакӑн пек усламҫӑсене хирӗҫ республикӑра кӗрешеҫҫӗ. Пӗлтӗр, сӑмахран, ведомствӑсем хушшинчи комисси йӗркеленӗ. Ятарлӑ ушкӑн йӗрке пӑсакансене тупса палӑртас тесе тӑтӑшах рейдсене тухать. 

 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Николай Скворцов