Республикӑра Никита Бичурин востоковед ҫуралнӑранпа 245 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ

Республикӑра Пӗтӗм тӗнчери наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Икӗ куна пынӑ ӗҫлӗ тӗлпулӑва хутшӑнакансем Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, Наци библиотекинче Иакинф атте еткерлӗхӗ ҫинчен калаҫрӗҫ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче "Эп сӳннӗ чух - эс ҫун" спектакль пӑхрӗҫ. 

Тӗрӗссипе, мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫинчен паянлӑха Чӑваш Ен те, Раҫҫей те, Китай та кирлӗ таран пӗлмест-ха, анчах вӑл тӗнче шайӗнчи пысӑк сума тивӗҫлӗ ҫын иккенне Мускавпа Питӗртен, Улан-Удэрен, Пекинран килнӗ тӗпчевҫӗсем пурте аван ӑнланаҫҫӗ. Педагогика университечӗ ҫакӑн пек конференци 4-мӗш хут ирттерет. Чӑваш ялӗнчен тухнӑ Никита Бичурин, Иакинф ят илнӗ вырӑс православи чиркӗвӗн архимандричӗ, 19-мӗш ӗмӗрте мӗнле паллӑ ӑсчах китаевед пулса тӑма пултарни пуриншӗн те интереслӗ.

Наци библиотекинчи тӗлпулу та анлӑ иртрӗ. Вулавӑш ятарласа кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Кунта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн ӗҫӗсемпе те, ун ҫинчен ҫырнисемпе те паллашма пулать. Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗнчен килнӗ Юрий Черный, йӗркелӳҫӗсенчен пӗри, "Бичурин еткерне ҫӗклесси маншӑн шӑпа йыхравӗ пулса тӑрасса туятӑп" тет. Философи наукисен кандидачӗ "Чаплӑ ҫынсен кун-ҫулӗ" ярӑм валли пирӗн Бичурин ҫинчен вӑл ҫуралнӑранпа 250 ҫул ҫитнӗ тӗле кӗнеке ҫырса кӑларасшӑн. Пекинран килнӗ Инь Бинь профессор, Раҫҫейпе Китайӑн гуманитари хутшӑнӑвӗпе аталанӑвӗн цнтрне ертсе пыракан ӑсчах, пирӗн ентеш пирки "Китай культурин Раҫҫейри хӗвелӗ" тет. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ лартнӑ "Эп сӳннӗ чух - эс ҫун" спектакле пӑхнӑ хыҫҫӑн унӑн ӗмӗт ҫуралнӑ: ӑна Китая илсе кайса кӑтартмалла. 

Марина Карягина, Леонид Петров