Республикӑра маска йӗрки вӑйра

Чӑваш Енре коронавируспа чирлекенсен йышӗ тӑрук ӳсмен, апла пулин те ку лӑпланмаллине пӗлтермест. Малтанхи пекех маска йӗрки вӑйра. Ӑна шупашкарсем пӑхӑнаҫҫӗ-и? Полицире, Роспотребнадзорта тата хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем черетлӗ рейда тухрӗҫ, обществӑлла транспорта тӗрӗслерӗҫ.

Обществӑлла транспорта маскӑсӑр кӗме юраманнине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кун пирки автобус-троллейбус ҫинче темиҫе тӗлте ҫырса асӑрхаттарнӑ. Ҫапах та йӗркене чылайӑшӗ пӑхӑнмаҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ушкӑн час-часах рейд ирттерет. Маскӑсӑр пассажирсене кондуктор йӗркене пӑханмалли пирки аса илтерет. Ун сӑмахӗпе вирусран хӳтӗленмелли хатӗрсемпе ытларах аслӑ ӑрурисем усӑ кураҫҫӗ. Ҫамрӑксем ытларах чухне маскӑсӑр. Рейд ирттеркенсем хальхинче асӑрхаттарнипе ҫырлахрӗҫ. Анчах ҫакӑншан штрафлама та пултараҫҫӗ.

 

Алена Артемкина, Михаил Солин