Республикӑра инкек тӳсекен Курск тӑрӑхӗнчен килнисене кӗтсе илеҫҫӗ

Инкеке лекнӗ Курск облаҫне тӗрев парас тесе пӗтӗм ҫӗршыв кар тӑрать. Гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнипе пӗрлех килӗсене пӑрахса хӑварма тивнисене те йышӑнаҫҫӗ. Вӑл шутра пирӗн республикӑра та. Вӗсем, тӗпрен илсен, хӑйсен тӑванӗсем патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ҫавсен йышӗнче - Украина чиккинчен 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Коренево поселокӗнчи нумай ачаллӑ ҫемье. 

Анна Паймурзина упӑшкин тӑванӗсем патне мӑшӑрӗпе, 3 ачипе тата амӑшӗпе пӗрле куҫса килнӗ. Нумай пулмасть кӑна, утӑ уйӑхӗнче вӗсем кунта хӑнара пулнӑ. Шутламан та, ҫакӑн пек хӑварт таврӑнассине, тет Анна Николаевна. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӗҫӗн ывӑлӗн ҫуралнӑ кун пулнӑ. Каҫхине пурте сӗтел хушшинче ларнӑ чухне поселока пилотсӑр вӗҫекен хатӗрсем тапӑннӑ. Кореневора пурӑнакансем чылайӑшӗ пӑрахса кайнӑ. Анна мӑшӑрӗ те поселокра юлма хӑрушӑ, Чӑваш Ене каятпӑр тенӗ. Тӑван тӑрӑхран уйрӑлма, ҫуртпа хуҫалӑха пӑрахса хӑварма питӗ йывӑр пулнӑ. Уйрӑмах Аннӑн амӑшӗ куляннӑ. Чӑваш Енре Паймурзинсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Ҫӗмӗрле округӗпе хула пуҫлӑхӗсем, социаллӑ ӗҫченсем ҫемьене мӗн кирлипе пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. 

Ашшӗ-амӑшне те ӗҫ тупса панӑ. Анна Паймурзинан мӑшӑрӗ инҫет мелӗпе тӑрӑшать. Хӑйне вара Улхаш вӑтам шкулне ертсе пыма шанса панӑ. 

Ҫемьене кирек епле ыйтупа та пулӑшма хатӗр ҫӗмӗрлесем. Паллах, эпир тӑван тӑрӑха таврӑнма ӗмӗтленетпӗр. Хальлӗхе Чӑваш Енре пире лайӑх, лӑпкӑ, пурте ырӑ кӑна сунаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кунта та хамӑра килти пекех туятпӑр, тет Анна Паймурзина.

Диана Иванова, Димитрий Макаров