Республикӑра хӳтлӗх каррисем ҫыхакан 30 ытла мастерской ӗҫлет

Чӑваш Енри волонтёрсем дронсем асӑрхаман хӳтлӗх каррисем ҫыхма вӗреннӗ. Вӗсене йышлӑ ӑсталаса фронта илсе ҫитерме васкаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене пулӑшас туртӑм республикӑри чылай ҫынна пӗрлештерет. Пысӑк хуласенче те, пӗчӗк ялсенче те маскировка сеткисем хатӗрлекен пунктсем ӗҫлеҫҫӗ. 

Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи чиркӳ картишӗнче иртен пуҫласа каҫччен ӗҫ вӗрет. Ҫыхӑ хыҫҫӑн ҫыхӑ кӑмӑл тӑвакансем салтаксем валли хӳтӗлев каррисем ӑсталаҫҫӗ. Вӗрентекенсемпе студентсем, тивӗҫлӗ канурисемпе усламҫӑсем - пурте пӗр тӗллевпе чӑмӑртаннӑ. Ҫывӑх ҫыннисене ҫар операцине ӑсатнисем те ӗҫе хастар явӑҫнӑ. Кашниех салтаксен пурнӑҫне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшать. 

Маскировка сеткисене фронтран ыйтса янипе ӑсталаҫҫӗ - вӗсем салтаксен вырӑнӗсене тата ҫар техникине тӑшманран сыхласа хӑварма кирлӗ. 

Хӳтлӗх карри ҫыхакансем республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пур. Ватти-вӗтти ку ӗҫе хутшӑнать. Ялӗ-ялӗпе пуҫтарӑнса ӗҫлеҫҫӗ - кам мӗн пултарнӑ таран пулӑшать. 

"Зов Чувашии" ыркӑмаллӑх фончӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫак ӗҫе йӗркелесе янӑ, халӗ ял-хуласенче 30 ытла мастерской ӗҫлет. Ҫыхма вӗрентессине тата кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтерессине фонд хӑй ҫине илнӗ.

"Дронсен вӑрҫи" пынине тӗпе хумалла, ҫавна май хӳтлӗх каррисем те шанчӑклӑ пулмалла. Маскировка ҫӳлтен е айкран курӑнмалла мар. Кунта тавралӑхпа пӗр тӗслӗ пулни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ал айӗнчи пусма та ҫырлахтармасть - вӑл йӑлтӑртать, ҫумӑр айӗнче нӳрленсе пӗтет, ӑнлантараҫҫӗ волонтёрсем. Ҫавӑнпа ҫӑмӑл сетка тата хальхи йышши спанбонд усӑ кураҫҫӗ. Хӳтлӗх каррине ятарлӑ майпа ҫыхаҫҫӗ, вӑл ансат пулин те, хӑнӑхмашкӑн схемӑпа ӗҫлеме тивет. Ҫапла майпа хӳтлӗх каррисем салтаксене йӑтса ҫӳреме меллӗ пулаҫҫӗ, 

чи пӗлтерӗшли - вӗсене дронсем асӑрхамаҫҫӗ. Ҫакна ятарлӑ конкурсра ирттернӗ тӗрӗслев те ҫирӗплетсе панӑ. 

Ентешӗсем ҫыхса панӑ хӳтлӗх каррисене фронтри салтаксем уйрӑмах хаклаҫҫӗ. Кашни маскировка ҫӗклемӗ ӑшне волонтёрсем кучченеҫ хума тӑрӑшаҫҫӗ - чей, кофе е пылак ҫимӗҫ тата, паллах, ачасен ҫырӑвӗсем ҫар ҫыннисене хавхалантарасса шанаҫҫӗ.

 

Ирина Николаева, Михаил Солин