Упнер ялӗнче пурӑнакансем пӗрле пухӑнса уяв ирттермелли тата канмалли вырӑн йӗркелеме тахҫанах шутланӑ. Ҫавӑнпа та "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑра иккӗмӗш ҫул хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр типме пуҫланӑ кӳлле тасатса пляж йӗркеленӗ. Чуччу евӗр саксем вырнаҫтарнӑ. Кӑҫал лаптӑка малалла хӑтлӑлатаҫҫӗ. Строительсем вырӑна ӗлӗкхи шкул никӗсӗнчен тасатаҫҫӗ. Мӗн шухӑшланине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Пархатарлӑ ӗҫе пурнӑҫа кӗртме республика тата округ хыснинчен 4 миллион та 300 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Программӑпа килӗшӳллӗн тӑкаксен 5 процентне халӑх саплаштарнӑ - пӗр шухӑшлӑ пулса 230 пин тенкӗ пуҫтарнӑ. Сквера йӗркелеме Вӑрнар тӑрӑхӗнчи подрядчике шаннӑ. Ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме шантарать вӑл. Ырӑ улшӑнусене кӗҫех хаклама май пулӗ.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Туҫа ялӗнче те халӑх тӑрӑшнипе ача-пӑча вылямалли вырӑн йӗркеленӗ. Лаптӑк пӗрре те пушӑ тӑмасть темелле. Кӗҫӗннисем ҫеҫ мар, аслисем те ку вырӑна килӗштернӗ. Каҫхи ӗҫсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн пухӑнса ларасси йӑлана кӗнӗ, каласа параҫҫӗ туҫасем. Чылай кӗтнӗ ҫак улшӑнусене. Яваплӑха хӑйсен аллине илсе халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан программӑна хутшӑнма шутланӑ. Тӑрӑшни куҫкӗрет.
"Ниме - халӑх бюджечӗ" программа пулӑшнипе ҫавӑн пекех ҫулсем сараҫҫӗ, вӗренӳ учрежденисен сӑн-сӑпатне улӑштараҫҫӗ тата ытти те. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре 1800 проект пурнӑҫа кӗртмелле. Ҫав вӑхӑтрах ҫитес ҫул валли заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Документсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшчен хатӗрлесе памалла.
Вероника Павлова, Андрей Шоклев, Святослав Петров








