"Фермер шкулӗ" проекта тин ӗҫе пуҫӑнакансем те, нумай ҫул тӑрӑшакансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чи кирли - вӑтам е аслӑ пӗлӳ пулмалла. Паллах, малалла вӗренес туртӑм та тӗп вырӑнта.
Документсене пуш уйӑхӗн 30-мӗшчен йышӑнаҫҫӗ. Вӗренӳ вара ака уйӑхӗн варринче пуҫланать. Вӑл виҫӗ уйӑха пырать. Фермерсем лекцисем итленисӗр пуҫне, республикӑри тата ун тулашӗнчи ял хуҫалӑх предприятисенче пулса кураҫҫӗ. Хальхинче ҫырла туса илессине, сурӑх ӗрчетессине тата ял туризмне тимлӗх уйӑрӗҫ.
Ял туризмне аталантарма вӗренесси вара ҫӗнӗлӗх. Пуҫлӑхсен шучӗпе республикӑра туристсене илӗртмӗлли вырӑн чылай. Сӑмахран, Канаш тӑрӑхӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер, Куславккари "Кайӑк вӗҫевӗ" тата ытти те. Ҫак вырӑнсене хӑтлӑлатмалла кӑна. Сурӑх ӗрчетес текенсемшӗн те Чӑваш Енре майсем ҫителӗклӗ. Унсӑр пуҫне ӑҫта сурӑх ҫӳрет, унта пултӑран ӳсмест, тет Сергей Артамонов министр.
Фермер шкулне пӗтерекенсем пӗлӗвне ӳстерни ҫинчен калакан патшалӑх дипломне алла илеҫҫӗ. Чи ӑнӑҫлӑ бизнес-проектсене ӗҫе кӗртме вара Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗ укҫа уйӑрать. Республикӑра "Фермер шкулӗ" уҫӑлнӑранпа унтан пурӗ 87 ҫын вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн чылайӑшӗ хӑйӗн ӗҫне ҫӗнӗ вӑйпа йӗркелесе янӑ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров