Республикӑра федераци фончӗн укҫипе строительстви вӑраха кайнӑ ҫуртсене туса пӗтерессипе тӑрӑшаҫҫӗ

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑраха кайнӑ 16 строительство объекчӗ шутланнӑ. Пурӗ 2 пин ытла ҫын палӑртнӑ вӑхӑта хваттер уҫҫине илеймен. Паянхи куна йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ 6 ҫурта хута янӑ, ҫитес ҫул тепӗр 3-шне туса пӗтермелле. 

Шупашкарти Соляной тӑкӑрлӑкӗнчи 5-мӗш позицие "Алза" пӗрлешӳ 2015-мӗш ҫултах тума пуҫланӑ. Анчах та ертӳҫӗсем пая кӗрсе хывнӑ укҫапа тӗллевлӗ усӑ курманнипе ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ку объекта Хусанти компани хӑй ҫине илнӗ. Строительство графикпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Ҫурта ҫитес ҫул 3-мӗш кварталта хута ямалла. Речниксен тӳремӗнчи 23 хутлӑ капмар ҫуртра та ӗҫ вӗрет. Ӑна ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗнче туса пӗтермелле. Иккӗмӗш объектра та ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пырать пулсан, 3-мӗшӗнче - Калинин урамӗнчи 83-мӗш ҫуртра хӑшпӗр йывӑрлӑх пур. Вӑхӑтра туса пӗтермен объектсене хута яма "Лаптӑксене аталантармалли фонд" укҫа уйӑрнӑ. Строительство министерстви ӗҫсене тимлесех тӑрать. 

Диана Иванова, Виктор Степанов