Республикӑра "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ

Вӗсен аллинче кирек епле ӗҫ те вылянса тӑрать. Килти хуҫалӑха маттуррӑн тытса пыраҫҫӗ, ӗҫре ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ, чун киленӗҫӗ валли те вӑхӑт тупаҫҫӗ, тӗпелти ӑсталӑхӗпе ҫемйине савӑнтараҫҫӗ. Мӑшӑрӗсемшӗн - ырӑ та шанчӑклӑ юлташ, ачисемшӗн - чи хаклӑ анне. 

Конкурс кӑҫалхипе 5-мӗш хут иртрӗ. Унта хутшӑнма кӑмӑл тунисен шучӗ те нихҫанхинчен нумай. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионтан 2 пин те 200-е яхӑн заявка килнӗ. Уйрӑмах тӗлӗнтерекенни - сумлӑ ӳсӗмрисем те хӑйсем пирки республика пӗлмелле каласа кӑтартни. 90 ҫултан иртнисем 12-ӗн хутшӑннӑ конкурса, пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнисем - 3-ӗн. Вӗсене уявра хисеплесе те тав туса чысларӗҫ. Ҫак хушӑра залра пухӑннисем те ура ҫине тӑрса сумлӑ кинемисем умӗнче пуҫ тайрӗҫ. Ырми-канми ӗҫӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе, сӑпайлӑхӗпе, чун илемӗпе тӗлӗнтерекен хӗрарӑмсем чӑннипех ҫӗнтерӳҫӗ пулма тивӗҫ пулнине сасӑлакансен йышӗ те ҫирӗплетрӗ. Тӗрӗссипе, кашни хӗрарӑм чи маттуррин ятне илме тивӗҫлӗ. Валентина Кириллова конкурсри "Мы строим нашу экономику" номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 

Кӑҫал 15 номинацире 60 ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ. Тӗрлӗ профессире хӗрарӑмсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксем мӑшӑрӗсемпе, амӑшӗсем, ял хуҫалӑхне аталантаракансем. Сцена ҫине тӗрлӗ енлӗ пултаруллисем тухрӗҫ. Вӗсем - 1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑн йышӑннисем тата Гран-Прие тивӗҫнисем. "Во имя жизни" номинацире чылай сасӑ пуҫтарса Канашри тӗп район больницинче 16 ҫул терапевтра ӗҫлекен Марина Головина 3-мӗш вырӑна тухнӑ. 

Хӗрарӑм илемпе хавхаланать, ҫавӑнпа хӑй таврашне те хитрелӗхпе хӑтлӑх кӳме тӑрӑшать. Канаш тӑрӑхӗнчи Марина Алексеева чечексене юратнипех хӑйӗн питомникне йӗркеленӗ. Блог ертсе пырса хӑйӗн пек сад-пахчаҫӑсене ӳсен-тӑрана епле пӑхмаллине, сӑтӑрҫӑсенчен, чир-чӗртен хӳтӗлемеллине вӗрентет. Марина Александровна "Своё, чувашское, родное" номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак номинаци Гран-Прине Комсомольски тӑрӑхӗнчи хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Викторина Шуряшкина тивӗҫрӗ. 

Роликра пысӑк та туслӑ, ыттисемшӗн тӗслӗхлӗ ҫемйипе паллаштарнӑ Шупашкар тӑрӑхӗнчи Нина Порфирьева "Манӑн ҫемье - манӑн пуянлӑх" номинацире 1-мӗш пулнӑ. Унсӑр пуҫне "Эпӗ - хӗрарӑм" конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ парнесемпе хавхалантарчӗҫ. 

Алиса Александрова, Святослав Петров