Шупашкарта тӗп ӗҫ-пуҫ Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртрӗ. Ҫак кун республикӑри 40 ытла предприяти 5 пине яхӑн ваканси сӗнчӗ. Пӗр вырӑнта ӗҫ шыракансем, ӑна улӑштарма шутлакансем, студентсем тата ӗҫпе тивӗҫтерекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. Уйрӑм тимлӗх ятарлӑ ҫар операцинче пулнисемпе вӗсен ҫемйисене.
Ятарлӑ ярмӑркка предприяти-организацисене ҫӗнӗ кадрсем тупма, ӗҫ шыракансене - пӗр вырӑнтах темиҫе вакансипе паллашса кӑмӑла каяканнине суйласа илме пулӑшать. Ку ҫивӗч ыйтусемпе семинарсемпе пултарулӑх лапамӗсем те йӗркеленӗ. Вӑл шутра ҫул ҫитмен ҫамрӑксене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ӗҫпе тивӗҫерессине сӳтсе яврӗҫ.
Иртнӗ икӗ ҫулти кӑтарту тӑрӑх, ярмӑрккана хутшӑннӑ кашни 4-мӗш ҫын ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса пурнӑҫне улӑштарнӑ.
Оксана Верликова, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров