Республикӑра ӗҫ династийӗсен слечӗ иртрӗ

Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ умӗн республикӑра пӗр профессие ламран-лама, ӗмӗртен-ӗмӗре куҫарса пыракансене чысларӗҫ. Ӗҫ династийӗсем чӑннипех те нумай Чӑваш Енре. Регион аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене, паян вӑй хуракансене Агрегат завочӗн культура ҫуртӗнче хисеп турӗҫ. 

Чӑваш Енре пурнӑҫне пӗр-пӗр профессипе тачӑ ҫыхӑнтарнӑ, шаннӑ ӗҫе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыракан ҫемьесене палӑртасси - вун-вун ҫул каяллах ҫирӗпленнӗ йӑла. Кашни династи уйрӑм тимлӗхе тивӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та хӑйӗн саламӗнче ҫакнах палӑртрӗ. "Кун пек ҫемьесем ытти ӗҫ коллективӗсемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӗсен ҫулӗпе утас килет, вӗсемпе хавхаланас килет", - терӗ вӑл. Куславкка тӑрӑхӗнчи Шмелевсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ - 284 ҫул. Пысӑк йышра кӗҫӗн классене вӗрентекенсем те, вырӑс чӗлхипе, историпе пӗлӳ паракансем те пур. Кашниех ҫак ҫула ачасене юратнӑран суйланӑ. Галина Шмелева 40 ҫула яхӑн Куснар шкулӗнче пионервожатӑй пулнӑ. 4 ачинчен 3-шӗ ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗпе педагога вӗреннӗ. 

Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Владимировсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ - 602 ҫул. Династире 22 ҫын. Пурте хӑйсен кун-ҫулне ҫынсен сывлӑхне тимлессине халалланӑ. Федор Алексеевич 47 ҫул нарколог пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Йӗпреҫри интернатра психиатрта тӑрӑшать. Ҫемьере хирургсем, анестезиологсем, стоматологсем те пур. Раиса Петрова та ҫак сумлӑ йышран. Вӑл - Йӗпреҫ район тӗп больницинчи невролог.

Тӗлпулӑва республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 20 династие йыхравланӑ. Хӑйсен ӗҫне чунпа парӑннӑшӑн, ӑсталӑхӗшӗн, ҫемьери йӑласене упраса пурӑннӑшӑн вӗсене Правительство шайӗнчи наградӑсемпе чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов