Республикӑра Ҫуркуннепе ӗҫ уявне анлӑ паллӑ турӗҫ

Концертсем, истори сехечӗсем, савӑнӑҫлӑ программӑсем пур муниципалитетра та йӗркеленӗ. Тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа пурӗ 25 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уявра ӗҫ династийӗсене чысларӗҫ. 

Уяв кӑмӑлне вӑхӑт-вӑхӑт вӗтӗртекен ҫумӑр та пӑсаймарӗ. Куракансен савӑк кӑмӑлӗ ҫанталӑка та ырӑ витӗм кӳчӗ тейӗн. Вӗрентекенсем, тухтӑрсем, бухгалтерсем, музыкантсем, ял хуҫалӑх тата вӑрман ӗҫченӗсем - пурӗ 27 йӑх. Вӗсен ячӗпе юрӑсем, ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ.

Ӗҫ династийӗсем - республика пуянлӑхӗ, мухтавӗ, терӗ Олег Николаев. Ҫак кун пурте хавхалану илчӗҫ. Ҫавӑнпа та хӑйсен юратнӑ ӗҫӗнче тата нумай ҫитӗнӳ тума шантарчӗҫ.

Надежда Александрова, Людмила Майкова, Игорь Ульянов