"Звездочка" лагерь кӳршӗ республикӑра вырнаҫнӑ пулин те, вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар харпӑрлӑхӗнче шутланать. Пӗрремӗш сменӑра кунта 350 ача сывлӑхне ҫирӗплетет. Пурӗ 14 ушкӑн. Кунта малашне ҫамрӑксене ҫарпа патриотика воспитанийӗ парас енӗпе ҫулталӑкӗпех ӗҫлекен лагерь тума палӑртаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе учреждение республикӑри "Авангард" вӗренӳпе методика центрӗ пулӑшса пырӗ. Ҫӗнӗлле ӗҫлеме кунта майсем ҫителӗклӗ: пурӑнмалли икӗ хутлӑ 7 корпус, медицина пункчӗ, котельнӑй, столовой, клуб, спорт лаптӑкӗсем пур. Малашне вара кунта бассейн, йӗлтӗрпе ярӑнмалли вырӑн тата ытти те пулӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров