Конкурса 27 учитель хутшӑннӑ. Вӗсем пурте район-хула шайӗнчи тупӑшура палӑрнисем. Унтан тӳресем вӗсем ачасене онлайн мелӗпе вӗрентнине хакланӑ. Ӑсталӑхне кура 7 ҫын финала тухнӑ. "Ҫулталӑк вӗрентекенӗ" конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче кам мала тухни хальлӗхе паллӑ мар. Ӑна ҫурла уйӑхӗнчи педагогсен конференцийӗнче е Учитель кунӗ пӗлтерӗҫ. Ку пандеми тапхарӗ хӑҫан вӗҫленнинчен килет. Ҫӗнтерӳҫӗ республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ.
Алена Артемкина, Никита Углев