Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрӗҫ катинче ҫак кун ачасене тӗрлӗ пултарулӑх лаптӑкӗ илӗртрӗ. Рашчана кӗриччин вӗсем малтанах асфальт ҫинче ӳкерчӗксем турӗҫ: Раҫҫей ялавне, хӗвеле, туслӑха сӑнларӗҫ. Хӗл Мучи резиденцийӗнче вара пӗрисем теттесем ӑсталарӗҫ, теприсем сӑрларӗҫ. Пурте пултарулӑх ӗҫне путрӗҫ. Ачасем кунта каннипе пӗрлех, вӗренӳ пирки те манмаҫҫӗ. Сӑмахран, зоопарка кӗрекенсем валли вӑйӑ хатӗрленӗ. Унта тӗрӗс хуравлас тесен биологи, зоологи пӗлӗвне аса илмелле. Тӗп сценӑра ачасене каникул пуҫланнӑ ятпа Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров саламларӗ. Ҫак савӑк тапхӑра усӑллӑ ирттерме сунчӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров