Республикӑра чӑваш ятне тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗкленӗ ентешӗмӗре аса илчӗҫ

2 хут Совет Союзӗн Геройӗ, Андриян Николаев летчик-космонавт чӗри 22 ҫул каялла утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Унӑн тӑван ҫӗрӗнче астӑвӑм кунӗ Байконур космодром ветеранӗсем, пӗлӗшӗсем, влаҫ тытӑмӗнче тӑракансем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Шуршӑл ывӑлӗ Андриян Николаев 1960-мӗш ҫулта совет космонавчӗсен пӗрремӗш отрядне кӗнӗ. 2 ҫултан "Восток-3" караппа пӗрремӗш вӗҫеве тухнӑ. Ҫав хушӑра унпа пӗрле тӗнче уҫлӑхӗнче "Восток-4" караппа Павел Попович пулнӑ. Николаев ларкӑчран вӗҫерӗнсе карапра вӗҫекен пӗрремӗш космонавт пулнӑ. 1970-мӗшӗнче пирӗн ентеш орбитана тепӗр хут ҫӗкленнӗ. Каярах ҫӑлтӑрсем патне ҫул хывма ытти ҫынсене хатӗрленӗ, космонавтсене вӗрентекен центрта яваплӑ вырӑн йышӑннӑ.

Андриян Григорьевич пурнӑҫран 2004-мӗш ҫулта уйрӑлнӑ. Ячӗ вара ӗмӗрех халӑх асӗнче. Шуршӑлта пухӑннисем чылай ырӑ сӑмах каларӗҫ ун пирки. Нумай ҫул Мемориал комплексӗн директорӗнче тӑрӑшакан Александр Тукмаков та космонавтпа ҫыхӑннӑ чылай саманта асӗнче упрать. Андриян Григорьевичӑн юлашки кунӗсем тӑван ҫӗрте, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри ял вӑййисенче тӳре пулнӑ вӑхӑтра иртнӗ. 

Чӑваш кӑйкӑрӗн ячӗ, ӗҫ-хӗлӗ паян та чыс-хисепре. Ҫакна Шуршӑлта ҫӗнӗрен ҫӗкленекен мемориал комплексӗ те ҫирӗплетет. Калӑпӑшлӑ ӗҫе 2027-мӗш ҫулта вӗҫлеме палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов