Республикӑра "Чӑваш Енӗн пыл ҫулӗ" анлӑ фестиваль иртрӗ

Пӗтӗмлетӳ ӗҫ-пуҫӗ Канаш округӗнчи "Мелилотус" предприятире пулчӗ. Унта ҫак пылак ҫимӗҫе туса илеҫҫӗ кӑна мар, хӑйне май агротуризм комплексӗ хута янӑ. Пӗрлешӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ҫӗнӗлӗхсемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашрӗ. 

Агротуризм лаптӑкне "Чӑваш Енӗн пылак ылтӑнӗ" ятпа йӗркеленӗ. Республикӑра урӑх ун пекки ҫук. Кунта пӗр вырӑнта хурт-хӑмӑр ӗҫне, производствӑпа суту-илӗве тата туризма пӗрлештернӗ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ 2019-мӗш ҫулта патшалӑх пулӑшӑвне пула вӑй илнӗ. Паян комплексра пыл туса илмелли лаптӑк, пекарня, улма-ҫырла сачӗ тата пӑлан хуҫалӑхӗ вырнаҫнӑ. Пӗлтӗр кунти ӗҫ-хӗлпе 4 пине яхӑн турист паллашнӑ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна вӗсен шучӗ 5 пинрен те иртнӗ. Ҫавна май проект федераци шайӗнчи туризм маршрутне кӗнӗ. Олег Николаев тата ытти хӑнасем кооператив ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, кӗмӗл волонтерсемпе тӗл пулчӗҫ.  

Кӑҫалхи ҫул предприятире пылран 32 тонна апат-ҫимӗҫ, ҫавӑн пекех 11 тонна чей, 140 тонна квас тата 80 тонна пылак шыв туса кӑларма палӑртнӑ. "Чӑваш Енӗн пыл ҫулӗ" фестиваль вара кооперативӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллашма, чӑваш пылне ас тивсе пӑхма май паракан уяв пулса тӑнӑ.  
Оксана Верликова, Андрей Шоклев