Ҫемье центрӗнче ҫын яланах йышлӑ. Кунта ашшӗ-амӑшне тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ. Психологсем, юристсем, ытти специалистсем вӗсене пулӑшма яланах хатӗр. Ачасене пур енлӗн аталантарас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ центрта.
Пулӑшу майӗсем анлӑлансах пыраҫҫӗ. Малашне ашшӗ-амӑшӗн ачине ӑҫта тата кампа хӑварас пирки шутламалла пулмӗ. Центрта ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Унта ачана икӗ сехетрен пуҫласа ултӑ сехетлӗхе хӑварма пулать. Больницӑна е ытти ӗҫпе йӑпӑртлӑха тухса кӗмелле чухне ҫакӑ питӗ меллӗ пулнине палӑртрӗ Галина Григорьева. Центра вӑл Илья ывӑлне илсе ҫӳрет. Ушкӑна ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулти ачасене йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем ятарласа вӗреннӗ специалистсен тимлӗхӗнче пулӗҫ.
Ача япалисен прокат пункчӗ те ӗҫлеме пуҫларӗ. Кунта пепкесене мӗн кирли пурте пур. Япаласене ҫур ҫуллӑха тӳлевсӗр параҫҫӗ. Кирлӗ пулсан вӑхӑта тӑсма та пулать. Пункт уҫӑлнӑ кун ҫӑмӑллӑхпа пилӗк ҫемье усӑ курчӗ.
Хальлӗхе ҫак пулӑшупа республикӑри 10 социаллӑ учрежденире тивӗҫтереҫҫӗ. "Ҫемье" наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе малашне те ҫине тӑрса ӗҫлӗпӗр, - терӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫакна валли Чӑваш Ене федераци хыснинчен 780 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Пирӗн регионта ҫемьесене 20 ытла енӗпе тӗрев параҫҫӗ. Пулӑшу майӗсене Олег Николаев, аслӑ шкул ректорӗсем тата обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем мӑшӑрланнӑ студентсемпе сӳтсе яврӗҫ.
Екатерина Фомина, Павел Иритков