Республикӑра ачасене шкула хатӗрленме пулӑшассипе йӑлана кӗнӗ акци пырать

Ӑна "Единая Россия" парти йӗркелет. Ручка-кӑранташ, тетрадь тата ытти кирлӗ япала тултарнӑ кутамккасемпе нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисенчи вӗренекенсене тивӗҫтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен нумай та вӑхӑт юлмарӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн ачисене партта хушшине ларма хатӗрлес ыйту малти вырӑна тухать. Ку енӗпе "Единая Россия" парти пуҫарӑвӗ питӗ вырӑнлӑ. Ҫак кунсенче Шупашкарти обществӑлла пулӑшу штабӗнче нумай ачаллӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем пуҫтарӑнчӗҫ. Наталья Семёнова ывӑлпа хӗр ҫитӗнтерет. Миша 2-мӗш класа, Мария 4-мӗшне кайма хатӗрленет. Вӗсен ашшӗ Донбаса хӳтӗлесе паттӑрла пуҫ хунӑ. 

Тетрадь, ручка-кӑранташ, сӑрӑсем - кутамккасенче пӗтӗмпех пур. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов кашни ачана саламларӗ, тӑрӑшса вӗренме сунчӗ. 

Акци пӗр улшӑнмасӑр 10 ҫул ытла иртет. Пӗлтӗр ҫӗршывӗпе 200 пине яхӑн ачана пулӑшнӑ. Тӗл пулу вара ӑсталӑх сехечӗпе вӗҫленчӗ. Вӗренекенсем Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалланӑ открыткӑсем хатӗрлерӗҫ.

 

Диана Иванова, Игорь Ульянов