Хӑнасене юмахри ӑшпиллӗ сӑнарсем тарават кӗтсе илчӗҫ. Паянхи кун пӗчӗккисене кӗнекепе, ҫыравҫӑсем сӑнласа кӑтартакан асамлӑ та ҫутӑ, ырӑ тӗнчепе интереслентерсе яма меслет нумай. Ҫакна шута илсех ӗнтӗ Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки вӑхӑт чуппинчен юлмасӑр ӗҫлет, вӑл информаципе культурӑн илентерӳллӗ центрӗ пулса тӑчӗ. Уява уҫиччен тӗрлӗ лапамра ӑсталӑх класӗсем ӗҫлерӗҫ. Пӗчӗккисен ташӑ картине тухса пултарулӑхне кӑтартма та, эбру мелӗпе ӳкерчӗк хатӗрлеме те, чӑваш ҫӗввисемпе усӑ курса тӗрлеме те май пулчӗ. Паллах, вӑхӑта усӑллӑ та кӑсӑклӑ ирттерме пулӑшакан тӗлпулусем, вӑйӑсемпе квестсем, ӑмӑртусемпе викторинӑсем, юмах каҫӗсем ачасене эрнипех пуҫтарӗҫ. Кӗнеке эрни, паллах ӗнтӗ, ҫыравҫӑсем пӗчӗк вулакансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулмасӑр иртес ҫук.
Марина Карягина, Игорь Ульянов