Уҫӑ фестивале кӑҫал 300 яхӑн сунарҫӑ хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗ ҫулсерен ӳснӗрен ҫак ӑмӑрту сумӗ те пысӑкланса кӑна пырать. Сунар ӗҫӗ-хӗлӗ ҫут ҫанталӑкшӑн та пӗлтерӗшлӗ. Унран тӗрлӗ тискер чӗр чун шутне ӳстересси е чакарасси тӳрремӗн килет. Тӗслӗхрен, кӑҫал Чӑваш Енре 22 пӑлана шута илнӗ. Кун пек пысӑк йыш халиччен пулман. Ҫакӑ республикӑри чӗр чун тӗнчи пуянланса пынине ҫирӗплетет. Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май специалистсене 5 ятарлӑ техника парса чысларӗҫ. Вӗсен уҫҫисене Вӑрмар, Муркаш, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчи сунар инспекторӗсем тивӗҫрӗҫ. Пурлӑх никӗсне пуянлатма республика хыснинчен кӑҫал 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Фестивальте тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем малтанласа теорие мӗнле пӗлнине кӑтартрӗҫ. Унтан ҫӗҫӗ ывӑтассинче, сунар биатлонӗнче тупӑшрӗҫ, тӑват ураллӑ тусӗсемпе командӑра ӗҫлеме пултарнине кӑтартса пачӗҫ. Уйрӑммӑн илсен, йытӑсен шывран кӑвакалсене кӑлармалла пулчӗ. Сунарҫӑсен халап яма та пӗлмелле. Чи ӑста юптаракана уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Фестивальте ҫавӑн пекех ӑратлӑ йытӑсен куравӗ иртрӗ.
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Канаш тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи сунарҫӑсем йышӑнчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вара Етӗрне команди тивӗҫрӗ. Вӗсем фестиваль Кубокне тата хир сысни тытма ирӗк паракан сертификата выляса илчӗҫ.
Леонид Петров, Михаил Солин