Республикӑра 3-мӗш ҫул социаллӑ килӗшӳ программи пурнӑҫланать

Ҫак ҫӑмӑллӑхпа хӑйсен ӗҫне пуҫарса ярас текенсем усӑ кураяҫҫӗ. Пулас усламҫӑсемпе Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова тӗл пулчӗ.

Пухӑннисем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пама пултарчӗҫ. Пӗр ҫемье икӗ социаллӑ килӗшӳ алӑ пусма пултарать-и? Студентсем ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураяҫҫӗ-и тата ытти те. Кашниех хӑйӗн ӗҫне пуҫарса ӑнӑҫлӑ аталантарас тӗллевлӗ. Экспертсем ҫӗнӗ майсем пирки каласа кӑтартрӗҫ, ыйтусене туллин хуравларӗҫ. Аса илтеретӗп, социаллӑ килӗшӳ программине сахал тупӑшлисем, йывӑр лару-тӑрӑва лекнисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхпа бизнес йӗркелеме кӑна мар, ӗҫ шырама, професси алла илме тата хушма хуҫалӑха аталантарма усӑ курма юрать. Ун чухне грант виҫи 100 пин тенкӗпе танлашать.

Диана Иванова, Елена Михайлова, Вадим Владимиров