Республикӑра 14-мӗш хут "Пӗтӗм чӑваш Акатуйӗ" иртрӗ

Авалтан килекен халӑх йӑлин пуянлӑхӗ хӑйӗн илемне Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче кӑтартрӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗн гимнӗ пулса тӑнӑ "Алран кайми" юрӑпа сценӑ ҫине Акатуй ялавне илсе тухни пурне те Уяв кӗрекине тӑрса чунтан сӑвӑнма вӑхӑт ҫитнине кӑтартать. Чӑрӑшкасси уйӗнчи аслӑ лапам ҫӑмӑллӑнах тӗрлӗ енчен пухӑннӑ пин-пин ҫынна йышӑнчӗ.

Хӑнасем яланхиллех чылай регионтан килнӗ. Кӳршӗ Тутарстанпа Мари, Чӗмпӗр, Самарпа Сарӑ Ту, Пушкӑртстан, Оренбург, Тюмень тата Мурманск тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ тараватлӑ пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха илемлӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Кашни лаптӑкрах кӑмӑла ҫӗклекен юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ.

Халӑх йӑлин ӗмӗрхи пуянлӑхӗ тарӑн тымарпа ҫирӗпленнӗ. Акатуйра ватти-вӗтти таранах чун киленӗҫне тупаять. Тӗрлӗ лапамра тетте-шӑхличрен пуҫласа йывӑҫран тем те пӗр касса кӑларакан пултаруллӑ маҫтӑрсен ӑсталӑхӗпе паллашма, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйланма пулчӗ.

Акатуйӑн тӗп шӑнӑрӗ - вӑй-питти яшсен кӗрешӗвӗ. Така ҫӗнсе илес тӗллевпе паттӑрсем тӗрлӗ ял-хуларан пуҫтарӑннӑ. Хӑш-пӗр ӑмӑртура каччӑсемпе танах хӗрсем те вӑй виҫрӗҫ. Акатуй йӑли пурне те спортпа туслӑ пулма вӗрентет. Пӗрлӗхри вӑя кӑтартакан уяв халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетет, йывӑрлӑхсене те пӗрле ҫӗнсе пыма пулӑшать. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та ҫак чӑнлӑха палӑртрӗ.

Уявра ҫӗр ӗҫченӗпе пӗрлех тӑван культурӑна аталантаракан пултаруллӑ ентешсене, тӗрлӗ организаци хастарӗсене чысларӗҫ. 

Алексей Енейкин, Святослав Петров, Денис Афанасьев